3182 | Хӗллехи тум пулмасан ҫуллахи тума тавӑрса тӑхӑнаймӑн. | Ҫу — Хӗл |
3183 | Хӗллехи хӗвел ҫуллахи ҫур хӗвеле те тӑмасть. | Ҫу — Хӗл |
3184 | Хӗллехи хӗвел хевтесӗр. | Ҫу — Хӗл |
3185 | Хӗллехи хӗвелӗн ӑшши ҫук. | Ҫу — Хӗл |
3186 | Хӗллехи шӑл чул кӑшлама та хатӗр. | Ҫу — Хӗл |
3187 | Хӗллехи юр — ҫемҫе тӳшек, ҫурхи юр — кӗтмен инкек. | Ҫу — Хӗл |
3188 | Хӗллехи юр — ҫуллахи ҫӑкӑр. | Ҫу — Хӗл |
2898 | Хуллен кайӑн — час ҫитӗн. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2899 | Хуллен утакан Хусана ҫитнӗ, васкаса утакан вар тӗлӗнчен тухайман. | Хуллен — Хӑвӑрт |
2900 | Хуллен-хуллен пурнӑпӑр, хулле яшки ҫийӗпӗр. | Хуллен — Хӑвӑрт |
3081 | Хура кӗр хура кунлӑ. | Ҫур — Кӗр |
3082 | Хура кӗр хурлӑх нумай: куланай та памалла, салтака та каймалла. | Ҫур — Кӗр |
3267 | Хура кун валли ҫутӑ укҫа пухса хур. | Ҫӗр — Кун |
3268 | Хура кун ҫитсен пӗлӗш те пӗлмӗш пулать. | Ҫӗр — Кун |
3269 | Хура кун ҫитсен хур та сӑхать. | Ҫӗр — Кун |
3270 | Хура кун ҫитсен хура сӑнлӑ ҫын та шуралать. | Ҫӗр — Кун |
3271 | Хура кун ҫитсен хура ҫӑкӑр та хакланать. | Ҫӗр — Кун |
2918 | Хушӑран автан та ҫӑмарта тукалать. | Ялан — Хушӑран |
2919 | Хушӑран кушак та хуҫа тет. | Ялан — Хушӑран |
2920 | Хушӑран пӗр ҫын та ҫичӗ ҫынна тӑрать. | Ялан — Хушӑран |
2921 | Хушӑран хушӑк курӑнать. | Ялан — Хушӑран |
2922 | Хушӑран хуять тет. | Ялан — Хушӑран |
2923 | Хушӑран шӳт туни те илемлӗ. | Ялан — Хушӑран |
2902 | Хыпаланмасан та васкарах пар. | Хуллен — Хӑвӑрт |
3083 | Чӳк уйӑхӗ чӳк ыйтать. | Ҫур — Кӗр |
2787 | Шӑл пор чох аш ҫиес поть, ҫамрӑк чох ача тӑвас поть. | Вӑхӑт — Талккӑш |
2786 | Шӑл пур чух кӗреш, шӑл пур чух какай ҫи. | Вӑхӑт — Талккӑш |
3272 | Шӑматкун — кӗске кун. | Ҫӗр — Кун |
3273 | Шӑматкун кулакан вырсарникун макӑрнӑ тет. | Ҫӗр — Кун |
3274 | Шӑматкун пӗр тӗрлӗ ӗҫ, вырсарникун тепӗр тӗрлӗ ӗҫ. | Ҫӗр — Кун |
2788 | Шӑртласа пӗтерсен тылламаҫҫӗ. | Вӑхӑт — Талккӑш |
3275 | Шурӑмпуҫ килет шуралса, шур пир карса чарас ҫук. | Ҫӗр — Кун |
3276 | Шуҫӑм ҫутипе укҫа ҫуралать теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
3277 | Шуҫӑма хӗвел, аҫана ҫиҫӗм. | Ҫӗр — Кун |
3278 | Шутлӑ кун хӑвӑрт шӑвать. | Ҫӗр — Кун |
3355 | Ыран кун тутлӑ тет. | Паян — Ыран |
3356 | Ыран ҫиес апат паянхи хырӑма тӑрантмасть. | Паян — Ыран |
3357 | Ыран ҫине шансан — шанса кайӑн. | Паян — Ыран |
3358 | Ыран тӑвас ӗҫ те хӑй тӗллӗн пулмасть. | Паян — Ыран |
3359 | Ыран тени иккӗллӗ илтӗнет. | Паян — Ыран |
3360 | Ыран тени паян пулинччӗ. | Паян — Ыран |
3361 | Ыран тени ыхра шӑршиллӗ. | Паян — Ыран |
3362 | Ыран Турри ырхан тет. | Паян — Ыран |
3363 | Ыран урлӑ ҫӗр пур теҫҫӗ. | Паян — Ыран |
3364 | Ырана хӑварнӑ ӗҫ ырхан пулать. | Паян — Ыран |
3365 | Ырана хӑварнӑ ӗҫӗн ырри сахал. | Паян — Ыран |
3366 | Ырана хӑварни ылханпа витӗнет. | Паян — Ыран |
3367 | Ырана хӑварни ыратать, варана хӑварни варланать. | Паян — Ыран |
3368 | Ыранӑн ашшӗ ҫук. | Паян — Ыран |
3369 | Ырансем яланах нумай. | Паян — Ыран |